Александр Васильев и Ольга Храмова

Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр, Сарă кайăк тăтăр савăнса Савни, вăййа тухсан, лăпкăн çурĕ Çĕнĕ хĕру тăтăр сăнаса. Савни, вăййа тухсан, лăпкăн çурĕ Çĕнĕ хĕру тăтăр сăнаса. Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те, Хура çырли часах пиçес çук Савни, эсĕ мана мансасăн та, Эпĕ сана нихçан манас çук. Савни, эсĕ мана мансасăн та, Эпĕ сана нихçан манас çук. Манас çук пирвайхи юратăва Манас çук пирвайхи каçсене Пирвайхи юрату аса килсен Ик куçăмран куççуль тăкăнать Пирвайхи юрату аса килсен Ик куçăмран куççуль тăкăнать Сад пахчи, сад пахчи, сад турачĕ, Сад турачĕ çине ан ларăр Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан, Çын сăмахе хыççăн ан кайăр. Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан, Çын сăмахе хыççăн ан кайăр. Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те, Ăна татса çимен çын пур-ши? Ачаран вылляса пĕрле ÿссĕ, Уйрăлна чух йĕмен çын пур-ши? Ачаран вылляса пĕрле ÿссĕ, Уйрăлна чух йĕмен çын пур-ши?
Back to Top