Çӳп-çап пуçтармалла ăмăртаççĕ, çут çанталăкпа çыхăннă тупмалли юмахсене тишкереççĕ. Шупашкарта «Таса вăйăсем» экологи тупăшăвĕсем иртрĕç. Хăйне евĕрлĕ ăмăртăва пĕлтĕр йĕркеленĕ. Çулталăк хушшинче вăл анлă сарăлса, вăй илсе пынă.
Лăпкă юрă-кĕвĕ, психотерапире усă куракан хăнăхтарусем. Çапларах пуçланать экологи вăййи. Таса тавралăхшăн тăрăшакансем хальхинче ăмăртăва ирттерме «Хĕвеллĕ» микрорайон çывăхĕнчи вăрманти уçланкăна суйласа илнĕ. Ку ахальтен мар. Çут çанталăк ытамĕнче чылай çын уçăлса çӳреме е канма кăмăллать. Çавна май каяш тавраш та сахал мар пуçтарăннă кунта. Ушкăнсене пайланс