Тӑвайсен пысăк савӑнӑҫ. Авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ 6 ҫемье ҫӗнӗ хваттерлĕ пулчĕ. Ку тăрăхри юхăнна вырăнта пурăнакансем валли ҫӗнӗ ҫурта ҫур ҫулта туса лартнă.
“Юхăннă çуртра пурăнакансене ятарлă срокран маларах çĕнĕ хваттере куçарма май килни питĕ паха“, – терĕ регионти строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Павел Данилов. Республикӑра федераци программипе усӑ курса Вӑрнар, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Тӑвай тăрăхĕсенче, ҫавӑн пекех Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче кивӗ ҫуртра пурăнакансене хăтлă вырăна куçармалла. Хальлĕхе ҫӗнӗ хваттерсене 638 ҫын кӗтеҫҫӗ.