Чăваш Ене 14 регионтан 950 ытла спортсмен пухăннă. Вĕсем пурте Федерацин Атăлçири çăмăл атлетикăпа иртекен чемпионатне тата первенствине хутшăнаççĕ. Ăмăртусем «Олимпийский» стадионта пулчĕç. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çитсе курчĕ.
«Спорт – пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн виçĕ кун пычĕ хĕрӳ тупăшу. Малтанах старта юниорсем тухрĕç. Ылтăн медале Пермьрен килнĕ Милана Тазетдинова илме тивĕçрĕ. Çулталăк каялла та ăна çитекен пулман. Шупашкар стадионĕнче питĕ хăтлă пулнине, ăмăртусене çӳллĕ шайра йĕркеленине палăртать вăл. 100 метр дистанцие парăнтаракансенчен чи лайăх вăхăт – чăваш хĕрĕн – Виктория Максимовăн. Ăна пĕрремĕш тухма 11 çеккунт çурă кирлĕ пулнă. Инçерех тата çӳллĕрех сикесси, йĕтре ывăтасси, тĕрлĕ дистанцине чупасси, эстафетăсем, сăнă тата диск пересси. Чăваш Ен чысне тупăшура 110 спортсмен хӳтĕлерĕ, медальсен 200 пуххине выляттарччĕç. 16 çул тултарман тупăшуçăсем Раççей первенствине лекессишĕн те ăмăртрĕç. Вăл Шупашкарта çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче иртет. Чăваш Енре пурăнакансем çăмăл атлетика спорт тĕсне яланах хисепленĕ. Тĕнче шайĕнчи çитĕнӳсемпе Ардалион Игнатьев, Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Алина Иванова ку спорт тĕсĕн çитĕнĕвĕсен кĕнекинче ылтăн сас паллипе çырăнса юлнă.
1 view
276
64
2 years ago 00:01:35 1
950 ытла спортсмен тупăшăва хутшăнчĕ
4 years ago 00:11:38 2
HIGH ELO Best Champions TIER List - League of Legends Patch 11.7