Шупашкарти экономика форумĕ иртет

Республика кунĕнче Чăваш Енре яланах çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта экономика форумĕ иртет. Кăçалхипе вал 13-мĕш хут пулать. Тĕп тема – «Çирĕп аталану çул-йĕрĕ». Раççейри регионсенече ку енĕпе пурнăçлакан паха тĕслĕхсене пăхса тухма палăртнă. ESG-технологисемпе çыхăннă проектсене тишкерме тĕллев лартнă. Шупашкарта иртекен экономики форумĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинчи Пăр керменĕнче иртет. Унта çавра сĕтелсем, «Регионсен чикĕсĕр хутшăнăвĕ» курав, çамрăксен «Пирĕннисене пĕл!» ĕç слечĕ йĕркелеме палăртнă. «Кăмăл-туйăм аталанăвĕ» семинар та пулĕ. Унсăр пуçне Раççейри пиротехниксен ассоциацийĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Рапид Фейерверк» куракансене салютпа савăнтарĕ. «Раççейри ĕç – пуçарусен вăхăчĕ» ĕçпе тивĕçтерекенсен ярмăрккине йĕркелеме, «Шанчăклă партнер» федераци шайĕнче иртекен пуçарăвăн çĕнтерӳçисене чыслама палăртнă.
В начало