Сӑмах ӑстисем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи вулакансемпе тӗл пулчӗҫ

Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ чӑмӑртаннӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май, республикӑн Наци библиотекипе профессионал писательсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе сӑмах ӑстисем паллӑ сӑвӑҫ е прозаик ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра вулакансемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Черетлӗ литература уявӗ Митта Ваҫлейӗ поэта ҫитӗнтернӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче иртрӗ. 
Back to Top