Уй-хирти шкул

Çуллахи канмалли кунсене усăллă ирттереççĕ. Иван Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ республикăра «Аваллăх шыравçисем» уй-хир археологи шкулне йĕркеленĕ. Проектăн тĕллевĕсенчен пĕри – 14-17 çулхи ачасене ăслăлăх тĕнчипе паллаштарасси. Хальхинче вĕсем Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăннă асатте-асаннесем усă курнă хатĕрсене шыраççĕ. Унта Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров çитсе килчĕ. Ăсталăх лаççисем, спорт вăййисем, кăвайт умĕнчи юрă. Ăсчахсемпе историксем тата ачасем Чăваш Енри вырăнсене çитсе кураççĕ, унта пурăннисен чĕлхе-калаçăвне тишкереççĕ. Этем мĕнле пулса кайнине, вĕсен йăх йĕркине тĕпчеççĕ. АЛЕКСАНДР СЕМЕНОВ: “Эпĕ кунта ăсталăх сехетне ертсе пыратăп. Ачасене тимĕр шăратма вĕрентетĕп. Кунта эпир тимĕр шăратмалли кăмака тăватпăр тата тĕрлĕ металран япаласем туса кăларатпăр. Çав вăхăтрах раскопкăна та хутшăнатăп. Эрне хушшинче эпир кунта 100-квадратлă метр лаптăка чавса пĕтертĕмĕр. Пир тĕртмелли станок вырăнĕсене шыраса тупрăмăр. Çав вăхăтрах çак станокра усă курмалли грузилăсем пур. Вĕсене тăмран тунă. Тата тăмран тунă чӳлмек каткисем питĕ нумай тухрĕç кунта”. ЕВГЕНИЙ МИХАЙЛОВ: “Япаласемсĕр пуçсăр кунта тата тухаççĕ пирĕн объектсем, археологи объекчĕсем. Вĕсем нумайрах юпа вырăнĕсем, куратăр, çаврака вырăнсем. Вĕсем юпа вырăнĕсем. Тата кунта пысăкрах объект пур. Хальлĕхе ăна тĕпчетпĕр, мĕнне калама пултараймастпăр. Тен, вăл пир-авăр ĕçĕпе çыхăннă”. Кашни хăйĕн ĕçне пурнăçлать. Чавса шыранисĕр пуçне тупнă япаласене тĕпчеме те пĕлмелле. ВЛАДИМИР ГРИГОРЬЕВ: “Эпĕ кунта çак оборудованипе ĕçлетĕп. Тахеометр пире шыраса тупнă япаласене паллă тума пулăшать. Вăл лазерпа перет те кашни япалин координачĕсем пулаççĕ. Вăл координатсене компьютерпа, компьютер программисемпе пăхсан çӳлтен курма пулать. Вĕсем точка пек курăнаççĕ. Кашни пăнчине ушкăнăн-ушкăнăн пайласа тухсан лайăххăн тĕпчеме пулать”. Шырав ĕçĕ ансат маррине хутшăнакансем пытармаççĕ. Хытса ларнă тăма чавма çамрăк ачасене йывăр пулин те кашни тупнă япала вĕсене хавхалантарать. Малалла хастартарах ĕçлеме хистет.
Back to Top