Юман – чăвашсен чи сумлă та хисеплĕ йывăççи. Ахальтен мар вăл Чăваш Республикин ялавĕпе гербĕ çинче те сăнланнă. Анчах та çак пархатарлă йывăç нумай регионта чакса пырать. Республикăра «Чăваш Енри юманлăхсем» ятлă семинар иртрĕ.
Чăваш Енри, Тутарстанри, Чулхулари вăрманçăсем, ăсчахсем, патшалăх тытăмĕнчи ĕçченсем Шупашкарти Гузовский ячĕллĕ паркра пухăнчĕç. Шăпах кунта Бронислав Гузовсикийĕн палăкĕ вырнаçнă. Ун умне чечек çыххи хучĕç. Бронислав Ильич тăрăшнипе Чăваш Енре 1150 гектар çинче юман лартнă. 75 çулти Анатолий Семенов ку парка кашни кун уçăлма çӳрет. Кунти йывăçсем вăй парса тăнине пĕлтерет вăл.
АНАТОЛИЙ СЕМЕНОВ: «Йывăç пурри пирĕншĕн вăл питĕ чыс та хăватлă япала. Çак вăрмана упрас тесессĕн, пирĕн хамăрăн та экологи енчен хуçмалла мар, кирлĕ мар çĕрте утса çӳремелле мар, таптамалла мар, йывăçсем ӳсчĕр. Тавтапуç çак роща вăрманне ӳстернĕшĕн. Пире вăл пулăшать, сывлăх парать, пирĕн пурнăçа малалла тăсать». Семинара пухăннисем ытти вăрманçă ĕçĕсемпе те паллашрĕç, Чăваш Енри юмансене пăхса тухрĕç, юманлăхсене аталантармалли мелсене палăртрĕç.
АНАТОЛИЙ ЯКОВЛЕВ: «Пирĕн юмансем ытларах Сĕнтĕрвăрри районĕнче, Шупашкар районĕнче вырнаçнă. Пирĕн сăнавлă вăрман хуçалăхĕнче юман 64% йышăнать. Çавăнпа та пирĕн çак юмансене сыхласа хăварассишĕн нумай ĕçсем туса пымалла». Республикăра юманлăхсем 20 процент ытларах йышăнаççĕ. Çĕршыври чи илемлĕ йывăç та Чăваш Енре ӳсет. Аса илтеретпĕр, «2023-мĕш çулхи Раççейри йывăç» конкурсра Муркаш тăрăхĕнчи Ильинкăри юман çĕнтерчĕ. Ĕçлĕ ушкăн унта та çитрĕ. Малашне çак вырăна тата ытларах тимлĕх уйăрни пирки каларĕç.