Юсав хыççăн музей пулать

Республикăри шкулсемпе ача сачĕсене çулсерен тĕпрен юсаççĕ. Вĕрентӳ тытăмне çĕнетесси пирки калакан программăпа кăçал тата çитес çул 15 муниципалитетра 31 пĕлӳ çуртне хăтлăлатмалла. Шупашкарти 10-мĕш шкулта 2023-мĕш çулта тĕп юсав иртмелле. 10-мĕш шкул икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн Андриян Григорьевич Николаевăн ячĕпе хисепленет. Шăп 60 çул каялла вăл пĕрремĕш хут ачасене йышăннă. Ку пĕлӳ çуртĕнче СССР летчик-космонавчĕпе çыхăннă уявсене анлă паллă туса пыраççĕ. Кăçал Шупашкарти урама Николаев ятне панăранпа 60 çул, унта Андриян Григорьевичăн бюстне вырнаçтарнăранпа 35 çул çитрĕ. Авиацин генерал-майорĕн ячĕпе çыхăннă çавра çулсем нумай. Шăп кăçал тат
Back to Top