Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата Канашра нумай ӗҫ тума пулакан ҫемье центрӗсем уҫӑлӗҫ

Вӗсене федераци пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Ҫавна май ҫӗршыв хыснинчен 9 миллион та 700 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Республика хӑй енчен тепӗр 11 миллион ҫурӑ тенкӗ хывать. Тӗп хулари центра хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех: юсав вӗҫленнӗ, халӗ сӗтел-пуканпа тӗрлӗ хатӗр кӳрсе килессе кӗтеҫҫӗ. 
Back to Top