Кăçал республикăри çулсем çинче пине яхăн пăтăрмах пулнă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 процент сахалрах. Çул-йĕр хуралçисем Шупашкарта пулнă 393 аварие шута илнĕ. Иртнĕ çулхинчен 45 пулăм сахалрах. Унта 21 çын пурнăçĕ татăлнă. Çуран çӳрекенсем те инкекрен пăрăнса иртеймеççĕ. Çын пурнăçне сыхласа хăварас тесе хула ертӳлĕхĕ тата çул-йĕр инспекторĕсем çак уйăхра çĕнĕ акци пуçарчĕç.