Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Арайкассинчи пĕвере 43 çулти арçын путса вилнĕ. Следстви палăртнă тăрăх, вăл эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕнĕ. Кăçалхи çур çулта тулашри сăлтавсенчен 741 çын вилнĕ. Ĕçлеме пултаракан халăх тăкăнни республика ертӳлĕхне те пăшăрхантарать. Ку ыйтăва влаç тытăмĕнче тăрăшакансем ларăвĕнче те сӳтсе яврĕç.
Тулашри сăлтавсем тĕрлĕрен. Чи малти вырăнта тăтăшах ĕçсе шар курнисем. Усал шĕвеке чылай ăша янипе вĕсем çут тĕнчерен уйрăлнă. Хыççăн асăрхамасăр пăвăнса е чыхăнсе вилнисем. Вĕсен шучĕ 67 çынпа танлашать. Кайран эрех-сăра ĕçсе вилнĕ çынсем – вĕсем 47. Çул çинче те сахал мар çын тăкăнать. Кăçалхи çур çулта инкексенче 45 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Ятарласа пурнăçран уйрăлнисен шучĕ 35-ĕн. Асăннă сăлтавсенчен ытларах Куславкка, Вăрнар, Элĕк, Тăвай, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Канаш тăрăхĕсенче пурăнакансем вилнĕ. Чи сахал кăтартусем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Пăрачкав муниципаллă округĕнче. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи ултă уйăхра иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан икĕ çын нумайтарах вилнĕ. «Çынсем вилни, паллах, питĕ пăшăрхантарать», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Асăннă сăлтавсемпе пĕрле кĕрешмеллине палăртрĕ вăл. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов ялсем хушшинче конкурс ирттерме сĕнчĕ. «Урă ял» ăмăрту шăпах сывă пурнăç йĕркине хăнăхма пулăшмалла. Конкурса тĕрлĕ тĕрĕслевпе пуянлатмаллине палăртрĕç ларура. Чи малтанах спорт ăмăртăвĕсемпе.