Килте пӗччен хӑварма май ҫук чухне

Ватлӑхра пӗччен пурнӑҫ нушаллӑ. “Пӗр курка шыв паракан та ҫук“, - теҫҫӗ ун пек чухне. Аслӑ ӑрури тӑванӗсене пӑхакансем пулсан аван. Анчах ҫулӗсене кура вӑйсӑрланнӑ, тӑтӑш чирпе аптӑракан е вырӑнпах выртакан мучи-кинемине хӑйсен хӳттинче усракансен алли-ури “ҫыхӑнать“. Ҫакна шута илсе Чӑваш Енре 2018-мӗш ҫулта “Передышка“ ятпа ятарлӑ программа ӗҫлеме пуҫланӑ. 
В начало