Ҫакӑн пек ӳкерчӗк халӗ Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт картишӗнче. Ӑна нумай пулмасть тирпей-илем кӗртсе пӗтернӗ. Аса илтеретпӗр, ку вырӑна юсас ыйтупа ҫуртра пурӑнакансем Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева патне тухнӑ. Тӗллеве Республика Пуҫлӑхӗ, Строительство министерстви тата Шупашкар администрацийӗ пулӑшнипе пурнӑҫлама май килнӗ.