Хальхи технологисене тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ

“Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем“ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре кӑҫал та калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кивелсе юхӑннӑ ҫулсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, юханшывсем урлӑ хывнӑ кӗперсене ҫӗнетеҫҫӗ. 3 округра хальхи технологисене тӗпе хурса каҫӑсем хывакансемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ курса калаҫрӗ.
Back to Top