Ӗҫри ӑсталӑха та, продукцин пахалӑхне те ӳстерсех пыраҫҫӗ

Правительство канашлӑвӗнче Шупашкарта иртнӗ “Ҫӗр улми-2024“ форума пӗтӗмлетрӗҫ. Унта 20 регионти 80 пӗрлешӳ хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Вӑл шутра республикӑри предприятисем те курав лаптакӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри - полимер пӑрӑхсем кӑларакан “ПОЛИПЛАСТИК Приволжье“ пӗрлешӳ. Ҫӗршыв шайӗнче ӑнӑҫлӑ аталанакан предприяти ял хуҫалӑхӗнче те усӑллӑ. 
Back to Top