Ҫамрӑксем хушшинче пултаруллӑ сӑвӑҫсене палӑртас тӗллевпе

Геннадий Айхи Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май, Наци библиотекинче Пӗтӗм Раҫҫейри поэзи фестивалӗ иртрӗ. Унта ҫавӑн пекех 12 регионти 40 ытла ҫамрӑк сӑвӑҫ хутшӑннӑ “ГолосА“ конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Вероника Айхипе вӑл ертсе пыракан “Хористки“ ушкӑн “Поклон - пению“  спектакль кӑтартрӗ. Геннадий Айхи ячӗллӗ пӗрремӗш премие Атнер Хусанкай литератор тивӗҫрӗ.
Back to Top