Республикӑра йывӑҫ-тӗм лартмалли Пӗтӗм Раҫҫейри акци вӑй илчӗ
Луганскпа Донецк халӑх республикисем, Запорожье тата Херсон облаҫӗсем Раҫҫейпе пӗрлешнӗ куна Чӑваш Енре пархатарлӑ ӗҫпе паллӑ турӗҫ. Ҫак кун регионта “Вӑрмана сыхласа хӑварар“ акци вӑй илчӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче иртнӗ ырӑ ӗҫе Республика Пуҫлӑхӗ, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, ҫут ҫанталӑк тусӗсем хутшӑнчӗҫ.