Хусанта Праски Витти ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ
Ӳнӗрҫӗ, график, монументалист... Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Праски Витти 88 ҫул тултарчӗ. Ҫуралнӑ кунне вӑл Хусанти хальхи искусство галерейинче “Аслӑ поэтсен юрату лирики“ курав уҫса кӗтсе илчӗ.