Чӑваш Енре ҫӗршыв шайӗнчи “Астӑвӑм сачӗ“ акци пырать

Ырӑ ӗҫе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пуҫ хунисене халалласа ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Паян Шупашкарти 64-мӗш шкулта ветерансем, кадетсемпе ҫамрӑк армеецсем йывӑҫ лартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вара Кӳкеҫри асӑнупа мухтав скверӗнче астӑвӑм акцийӗ иртрӗ. Унта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.
Back to Top