Унӑн йӗркисем паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатман
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа республикӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче ҫӗршыв тӗп хулинче регионсем хушшинчи “Чӗре сасси“ марафонпа килӗшӳллӗн литература каҫӗ иртрӗ.