Ҫамрӑксем те, ваттисем те инкеке хӑйсенни пек йышӑнаҫҫӗ

Украинӑра пулса иртни, паллах, пурне те пӑшӑрхантарать. Ҫак йывӑр лару-тӑрура пирӗн пата тарса килнисене те, хӗрӳ вырӑнта пулнисене те пулӑшу кирлӗ. Ҫавна шута илсе тӗрлӗ пӗрлешӳ гуманитари пулӑшӑвӗ пухма тытӑннӑ. Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Шупашкарти комплекслӑ центра ҫӳрекен “кӗмӗл“ волонтерсем те ҫак пархатарлӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. 
Back to Top