Обществӑлла транспортра кӗҫех кондукторсем кирлӗ те пулмаҫҫӗ
Ҫул укҫине ятарлӑ хатӗрсем пулӑшнипе пассажирсем хӑйсемех тӳлеме пултараҫҫӗ. Ҫапах та ҫакӑ “мулкачсен“ шутне ӳстермӗ-и? Ҫынсен яваплӑхне тӗрӗслес тӗллевпе Чӑваш транспорт управленийӗнче ӗҫлекенсем тата йӗрке хуралҫисем тӑтӑшах рейда тухаҫҫӗ.