Чăваш халăхĕн тавракурăмне аталантарма ăнтăлакан, чăваш ачисене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме хистекен чăваш хастарĕ çуралнăранпа 200 çул çитрĕ. Сăмах чăвашсен пĕрремĕш таврапĕлӳçи, этнограф-çыравçи, историкĕ Спиридон Михайлов Яндуш пирки пырать. Ăна хисеп туса вăл çуралса ӳснĕ Юнка ялĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ тата çавра сĕтел йĕркелерĕç. Спиридон Михайлович Михайлов-Яндуш чăвашсен хисеплĕ ывăлĕ 1821-мĕш çулта кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Пĕчĕкренех вăл пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вун тăватă çула çитсен сутра малтан çыруçă çумми, кайран çыруçă пулса ĕçлеме пуçланă. Тăрăшулăхне пулах Яндуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорçă пулса тăнă. Паянхи кун та ентĕшĕсем унпа мухтанаççĕ. ДИМИТРИЙ СЕЛЮШКИН: «Пирĕн шкул Спиридон Михайлович Михайлов ятне илнĕ. Эпир унпа питĕ мухтанатпăр. Вăл чăвашсенчен пĕрремĕш наукăра ĕçленĕ, вăйлă тăрăшнă». Спиридон Михайлович Яндуш ячĕ паян та янăрать. Паллă таврпĕлӳçĕне халалласа тăван