Улталаннă пайçăсене пулăшмалла

2023-мĕш çул тĕлне республикăра улталаннă пайçăсен ыйтăвне кашни регионта татса пама хушнă çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин. Чăваш Енрете çак ыйтупа тимлеççĕ. Улталаннă пайçăсен тĕлĕшпе федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшӳллĕн шар курнисене пурăнмалли çурт-йĕрпе е укçа тĕревĕпе тивĕçтереççĕ. Вĕсен тĕлĕшпе мĕнле йышăну тăвассине пайçăсен фончĕн сăнав канашĕ йышăну тăвать. Хальлĕхе ытларах чухне йывăрпа çĕкленекен çуртсене туса пĕтерме тăрăшаççĕ. Паян Чăваш Енре чăрмавлă 16 çуртра строительство ĕçĕсене вĕçлемен, тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухнă. 2300 ытла çын çĕнĕ çурта пурăнма куçаймасăр нушаланать. Вĕсене хӳтĕлес тĕллевпе Чăваш Ен Правительстви çул-йĕр картти хатĕрленĕ. Мĕнле адреспа вырнаçнă-ха çак çуртсем? Тĕслĕхрен, Гагарин урамĕнчи офис центрĕ. Ăна кĕçех вĕçлемелле. Пая кĕрсе улталаннисене хӳтĕлекен федераци фончĕ 16 объектран 5-шĕ тĕлĕшпе йышăну тунă ĕнтĕ. 4 объектра строительство ĕçĕсем пĕтеççĕ. «ТРИ АСС» компанирен хваттер туянса улталаннисем укçа илме пултараççĕ. Граждан урамĕнчи çуртра тăваткал
Back to Top