Налук хумаççĕ

Çитес çултан уйрăм çынсене тупăш çине хуракан налукран хăтарма пуçлаççĕ. Пур çын та çакăнпа усă кураять-и? Çакăн пирки тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать. 2021-мĕш çултан пурлăха сутса тупăш илсен ачаллă çемьесене налук тӳлеттермеççĕ. Кун пирки çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин кирлĕ хутсем çине алă пусса çирĕплетнĕ. Анчах та çăмăллăхпа пур çемье те усă кураймасть. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Çурта сутнă хыççăн налук ан хутчĕр тесен çаксем пулмалла: налук тӳлекенĕн е мăшăрĕн 18 çул тултарман икĕ е ытларах ача пулмалла. Ачасем куçамлă вĕренсен вĕсен çулĕ 24 таран та юрать. Усрава илнĕ ачасене те шута илеççĕ. Паллах, туяннă çуртăн е хваттерĕн лаптăкĕ е кадастр хакĕ сутнинчен пысăкрах пулмалла». Паллах, хăçан çурт-йĕрлĕ пулнине те шута илеççĕ. Çĕнĕ хваттере е çурта календарлĕ çул е çитес çулăн ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен туянсан çеç налукран хăтараççĕ. Кунта тепĕр самант та пур – сутнă çурт-йĕрĕн кадастр хакĕ 50 миллион тенкĕрен иртмелле мар. Енчен те ăна палăртма май килмесен вара лаптăкне çеç шута илеççĕ. Ку çĕнĕлĕхпе
Back to Top