Вĕрентекенсен конкурсĕ

Тин кăна алла диплом илнĕ çамрăк специалиста ĕçлеме хăнăхма пĕрре те çăмăл мар. Яшсемпе-хĕрсем йывăрлăхран хăраса ĕçе пăрахни те тĕл пулать. Нумай çул ĕçлекенсем вĕсене вĕрентсе пырсан самай çăмăлрах пулĕччĕ çамрăксене. Çак тĕллевпе республикăра ятарлă конкурс пуçарнă. Ăмăртура çĕнтернисене Правительство шайĕнче чысларĕç. Унта тĕрлĕ тытăмри çынсем пулчĕç. Кашни пĕрлешĕвĕн, кашни ĕç ушкăнĕн хăйĕн йăли-йĕрки. Кирек мĕнле ĕçĕн вăрттăнлăхне пĕлсе çитме те вăхăт кирлĕ. Юнашар аслă юлташсем, вĕрентсе пыракансем пулсан вара çамрăксем хăвăртрах туптанĕччĕç. Çакна кура пĕрле ĕçлекен вĕрентӳçĕсене патшалăх шайĕнче хавхалантарма шутланă. Ырă ĕçе анлăрах сарас тесе конкурс та йĕркеленĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Конкурса 36 ĕç тăратнă предприятисем Чăваш Республикинче ĕçлекенсем. Вĕсенчен чи нумайăшĕ бюджет учрежденийĕсенче тăрăшакансем. Çав вăхăтрах коммерци секторĕнче ĕçлекен 5 предприяти хутшăнчĕç. Вĕсен проекчĕсем питĕ интереслĕ пулчĕç. Çак конкурс çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарма пулăшать. Тата професси илемне кăтартать»
Back to Top