Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă ĕçченсен паттăрлăхĕ – документаллă фильмра. Чăваш Енри «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» юхăм пуçарнипе «Сăр чикки» ятпа куракансем умне çĕнĕ кино тухрĕ. Унта тĕрлĕ тăрăхри тыл ĕçченĕсен асаилĕвĕсене, тĕпчевçĕсен тишкерĕвĕсене çутатса панă. Премьерăна пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе килчĕ. Вăрçă, çухату, выçлăх çулĕсем. Çак йывăр тапхăр тăшмана хирĕç паттăрăн кĕрешнĕ салтаксемпе пĕр танах хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсемпе те çыхăннă. Вĕсен мăнаçлă ĕçне ĕмĕрлĕхех асра хăварма «Çĕнтерÿ волонтерĕсен» юхăмăн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ӳкернĕ «Сăр чикки» фильм та пулăшать. Ăна куракан умне кăларма çамрăксене Президент фончĕн грантне çĕнсе илни пулăшнă. Волонтерсем 5 уйăха яхăн регионăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе пуян информаци пухнă, хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен асаилĕвĕсене ÿкерсе илнĕ. Çамрăксем музей ĕçченĕсемпе, тĕпчевçĕсемпе калаçса документсене тишкернĕ. Сценарие çыраканĕ «Сăр чикки» фильмăн режиссерĕ – Артем Чубуков. Вăл палăртнă тăрăх, пурте пĕрле тăрăшни,