Хисеп хучĕсемпе наградăсем, юрă-кĕвĕ тата салам сăмахĕсем. Чăваш Енре хими промышленноçĕнче тăрăшакансен кунне анлăн паллă турĕç. Çак пулăм Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен тĕп уявĕсен пĕри пулса тăчĕ. Ку ахальтен мар. Ку хулара тĕпленекенсенчен чылайăшĕ хăйĕн пурнăçне хими промышленноçĕпе çыхăнтарать.
Йăлана кĕнĕ уяв химиксен хулинче кăнтăрлах пуçланнă. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă программа хатĕрленĕ: ăсталăх лаççисемпе аттракционсем вĕсем валли тӳлевсĕрех ĕçленĕ. Çамрăксемпе аслăраххисем вара çан-çурăма çирĕплетсе ăста тренерсемпе хусканусем турĕç. Раççейри хими промышленноçĕн тĕп предприятийĕ шăпах Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă. Вăл курăмлă çитĕнӳсемпе палăрса ют çĕршывра туса кăларакан таварсене улăштарма çĕнĕ производствăсем йĕркелет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хими предприятийĕ республика хыснине те çирĕп шайра тытса пыма витĕм кӳнине палăртрĕ. Уявра пĕрлешӳ ертӳçи Дмитрий Колчин хăйне евĕрлĕ салампа палăрчĕ.
– Тав сире, химик кунĕ ячĕпе, хаклă çыннăмăрсем. Кӳршĕ регионта çуралса ӳснĕскер чăвашла саламлама пултарни пурне те тĕлĕнтерчĕ. Унăн тăрăшулăхне Олег Николаев та пысăк хак пачĕ. Ĕçре палăрнисем уявра хисеппе мухтава тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче Николай Хитров та.
НИКОЛАЙ ХИТРОВ: «1991-мĕш çултан эпĕ хими предприятийĕнче ĕçлетĕп. Мĕнле те пулсан технологипе ыйту сиксе тухсан чи малтанах пирĕнтен ыйтаççĕ, мĕншĕн тесен эпир пĕтĕм производствосене пĕлетпĕр, вĕсене тишкерсе документсем кăларатпăр».
Патшалăх пулăшнипе хими предприятийĕ кăçал икĕ пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăнĕ. Çакнашкал уявсем çăмăл мар ĕçе пурнăçлама хавхалану кӳреççех.