Спорт – сывлăха сиплет, çынна çирĕпрех тăвать. Чăваш Енре пурăнакансем çакна лайăх ăнланаççĕ. Тăтăшах ăмăртусенче хутшăнаççĕ, спорт секцийĕсене çӳреççĕ. Хальхинче велоспорта кăмăллакансем Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Пĕренеш ялĕнче пухăнчĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çак ăмăртăва çитсе курчĕ.
Асăннă ăмăрту Олимп чемпионĕ – Валерий Ярды ячĕпе иртет. Вăл çак ялта çуралса ӳснĕ, ача чухнех Пĕренеш урамĕсе велосипедпа такăрлатнă. Пурăннă пулсан кăçал вăл 75 çул тултарĕччĕ. Кунта хăвăртлăха юратакан, икĕ урапаллă тимĕр ута кăмăллакан 150 ытла ăмăртакан пухăнчĕ. Вĕсен çулĕ Турхан ялĕнче пуçланчĕ, Пĕренешре вĕçленчĕ. Арçынсем 15 километра хыçа хăвăрса финиш патне çитрĕç, хĕрарăмсем 10 километра парăнтарчĕç, ачасем вара – 3 километр. Вĕсем пурте чăтăмлă, тăрăшуллă, çирĕп çынсем.
ДАРЬЯ СПИРКИНА: «Велоçул питĕ лайăхчĕ. Тепĕр çул та ăмăртăва хутшăнас кăмăл пысăк».
Ăмăртакансем çул çине, паллах, хатĕрленмесĕр тухаймаççĕ. Лайăх кăтарту пултăр тесен нумай тар тăкмалла, тăрăшмалла.
НАДЕЖДА ПАШКОВА: «Трасса çинче чуптарас пулать, хатĕрлес пулать. Травма ан пултăр тесе вĕсене вĕрентмесĕр соревнованинче чуптарма пултараймаспăр».
Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ Сергей Архипов çамрăксем велоспорта кăмăлланине пĕлтерет. Вăл спорт шкулĕн ертӳçĕ пулнăран, çакна лайăх ăнланать.
СЕРГЕЙ АРХИПОВ: «Велоспорт енĕпе чупас енĕпе, паллах, пирĕн Урмар тăрăхĕнче малашлăхĕ пур. Мĕншĕн тесен паянхи кун пирĕн спорт школĕ 54 çул ĕçлет. 54 çул хушши велоспорт отделенийĕ пур, пулать те. Мĕншĕн тесен паянхи кун пирĕн спорт шкулĕнче çамрăк тренерсем ĕçлеççĕ. Пуласлăхĕ пур».
Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчи паллă çынсем ĕмĕрех пирĕн асра. Çакнашкал ĕç-пуçсем ирттерни – вĕсене хисеп туни.