“Эпĕ Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачалăх маншăн — нихăçан вĕçленми çулла. Пĕчĕк чухне хăвăртрах çитĕнес килетчĕ. Сенкер экранпа «Санта-Барбара» сериал пыратчĕ. Çав фильмри сăнарсене евĕрлеме тăрăшаттăмăр. Эпĕ аннен çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакне тăхăнаттăм та пӳртре шаклаттарса çӳреттĕм. Георгин чечекĕн çуначĕсене татса сурчăкпа йĕпететтĕмĕр те чĕрне çине çыпăçтараттăмăр. Ахаль писев тутана ялтăртаттарманран тип çу сĕреттĕмĕр. Хамăра модель пек туйса унталла- кунталла утаттăмăр. Çырмара çӳп-çап ывăтакан вырăнта консерв банкисене шыраттăмăр. Этикеткине çурса билет тăваттăмăр. Унсăрăн арçын ачасем «автобуса лартмастчĕç».
Любовь Петровăн “Тантăш“ хаçатра пичетленнĕ “Тăваттăрах пĕлÿ çуртне чупнă материалне итлеме сĕнетпĕр.