Сурана çĕлемелли — тăван тăрăхри

Ӳт-кĕлеткере – тăван тăрăхра тунă сурана çĕлемелли материал. Чăваш Республикин кардиологи диспансерĕнче Раççейре кăларнă хатĕрсемпе усă кураççĕ. Ют çĕршывра кăларнисенчен вĕсем нимĕнпе те кая мар пулнине палăртаççĕ шур халатлисем. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Кирек мĕнле операцире те çĕвек материалĕсем кирлĕ. Республикăри кардиодиспансерта ку енпе кăлтăк çук. Çĕртме уйăхĕнче кунта Раççейре кăларнă çĕвек материалĕсем çитнĕ. Ак çакна, сăмахран, Мускав облаçĕнче хатĕрленĕ». Тата Пенза, Уфа, Шупашкар та. Çĕлемелли материалсене Чăваш Енре те кăлараççĕ. Эппин, çул çинчи вăхăта ку чылай кĕскетет. Тавара вырăна хăвăрт çитерме нимĕнле чару та çук. НАДЕЖДА ВОРОБЬЕВА
В начало