Чӑваш тӗррин шкулӗнчен маҫтӑрсен черетлӗ ушкӑнӗ вӗренсе тухрӗ
Тӗссен килӗшӗвне тупма, пир ҫине тӗрлӗ меслетпе эреш куҫарма хӑнӑхтараҫҫӗ, чӑваш халӑхӗн пуян культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ. Малтанхи ҫӗвӗсене хумханса та иккӗленсе тунӑ пулсан, курс вӗҫленнӗ тӗле сурпан таранах капӑрлатма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ маҫтӑрсем. Чӑваш тӗррин шкулӗ ӑстасен черетлӗ ушкӑнне вӗрентсе кӑларчӗ.