Таксистсен ĕçне тимлеççĕ, юрист пулăшăвне анлăлатаççĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче çынсене транспортпа турттарассипе çыхăннă саккун проектне пăхса тухрĕç. Малашне çăмăл машинăпа çынсене çула илсе тухакансенчен çирĕп ыйтма пуçлаççĕ. Вĕсен ĕç йĕркине çивĕчлетнĕ. Ку тата ытти ыйтăва паян Чăваш Республикин Правительствин пайташĕсем пăхса тухрĕç. Чăваш Республикинче пурăнакансем тӳлевсĕр юрист пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Вĕсен категорийĕ 57 таран çитнĕ. Донецк, Луганск Халăх Республикисенче, Запорожье тата Херсон облаçĕсене тăшманран тасатнă паттăрсене, вĕсен çемйисене тӳлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтерме йышăнчĕç. Унта контрактпа, хăйсен ирĕкĕпе кайнă салтаксем те кĕреççĕ. 2014-мĕш çултанпа Луганск халăх милицин йышне кĕнĕ арçынсем, вĕсен çывăх çыннисем те çак пулăшăва илме пултараççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă паттăр вилнĕ пулсан та унăн тăванĕсен çак пулăшупа усă курма май пур. Усал шыçăпа чирлекенсене пулăшас енĕпе республикăра ятарлă программа пурнăçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче унăн 2022-мĕш çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Малашне цифра технологийĕсемпе тата анлăрах усă курасси пирки калаçрĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» программăпа хăвăртрах усă курса палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме хушнăччĕ. Чăваш Енре 2024-мĕш çула палăртнă планпа килĕшӳллĕн 19 фельдшерпа акушер пункчĕ уçма, комплекслă юсав ĕçĕсем ирттерме, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕсене çĕнетме палăртнă. Бюджетра çак ĕçсене пурнăçлама 115 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Нумай çул вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшса ĕçлекенсене те хавхалантарма палăртнă. АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çĕнĕ звани кĕртрĕмĕр. Ăна тивĕçтерес тесен «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» е Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсем пулмалла. Вĕсен вĕренӳ ĕçĕнче 25 çул ытла ĕçлемелле».
Back to Top