Квартет *Кумсем* Архиповы и Шурбины (Яльчики)... в Екатеринбурге на празднике Акатуй
Ырă кун тăван сана, мĕнле пурăнан?
Эпĕ чĕнсен хăнана темшĕн эс пыман
Ĕлĕк пурăннă пĕрле пĕр-пĕрне манман
Халь мĕн пулнă- ши пире –тахçанах курман
.
Кÿрентернĕ те пуль тен хăш чухне сана
Эпир тухнă пĕр килтен – каçарсам мана
Атте- анне пехилне манар мар нихçан
Ырă сунса пĕр- пĕрне пурăнар ялан
.
Вăхăт çулне пĕлме çук вăл пĕрмай шăвать
Тур мĕн çырнă, пĕлме çук – пурăнас пулать
Çурăлатпăр çĕр çине хăнана кăна
Анчах темшĕн хăш чухне манатпăр çавна
.
Вăхăту пулсан ларса кан, тăван
Сана тĕл пулсан чун савăнать ман
Эп сана манман, эсĕ те ан ман
Тăвансем пулсан пурăнма аван
473 views
1977
653
9 years ago 00:02:44 1.3K
Квартет *Кумсем* Архиповы и Шурбины (Яльчики)... в Екатеринбурге на празднике Акатуй