Çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе 150 çул çитнине халалласа чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕччен тĕп хулара «Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ пырать. Вăл Раççейри халăхсен тăван чĕлхисене упракан тата тĕпчекен фонд пулăшнипе иртет. Çавна май ашшĕ-амĕш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă семинарсем, лекцисем, экскурсисем, ĕçлĕ тĕл пулусем иртеççĕ. Паян 32 регионтан пуçтарăннă 500 яхăн педагог тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕç. Хăш-пĕр вĕрентекенсем онлайн мелĕпе хутшăнчĕç. Педагогсем тăван чĕлхене вĕрентес ĕçри йывăрлăхсене тишкерчĕç. Вĕрентӳре, паллах, паян çĕнĕлĕхсем самай. Ачасене пур енлĕ аталантарас тесе вĕрентекенсем тĕрлĕ çул-йĕр, çĕнĕ меслетсемпе майсем шыраççĕ. Ӳсĕмлĕ ăслайсене ĕçе кĕртеççĕ. МАРИНА ЕРМОЛАЕВА: «Урокра интереслентерес тесен, чăнах та, халь унчченхи пек ирттермелле мар, вăйă майĕпе ытларах ирттермелле. Эпир Хусанта курссенче пулатпăр ĕнтĕ. Унта та çавăн пекех калаççĕ. Ачасене ĕлĕкхилле вĕрентмелле мар, вăйăсем витĕр, çĕнĕ технологисемпе». АЛЕНА ИВАНОВА: «Çак мероприятие пуçтарăннин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен ачасен тăван чĕлхене пĕчĕкренех вĕренмелле, вĕрентекенсен çĕнĕ технологипе паллашмалла. Пĕр-пĕрин опычĕпе усă курмалла». ВАЛЕНТИНА ТАБАКОВА: «Чăваш чĕлхине çĕклесе пымалла. Ăна çĕклес пулсан çемьерен пуçламалла. Çемьерен пуçласан чăваш чĕлхине упраса хăваратпăр. Пирĕн ашшĕ-амăшĕсенчен те килет вĕт. Вĕсем ачисене вырăсла калаçтарăсшăн, пысăк çын тăвасшăн. Вырăс чĕлхине пĕлсен таçта та çитсе кĕме пулать тесе шутлаççĕ. Хамăр чăваш тымарĕсене манса кайсан пирĕн малашлăх çук». Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни паха. Пухнă пĕлĕве вĕрентекенсем ăша хывса кулленхи ĕçре усă курĕç
1 view
1509
444
2 months ago 00:02:35 1
Торт ШОКОЛАД-МАНГО-МАРАКУЙЯ🍫Рецепт от @elya_blueberry
2 months ago 01:09:58 1
«Москва слезам не верит», обсуждение и комментарии к фильму (Павел Зыгмантович и Анна Литовкина)