Пĕрлехи цифра хутламĕ

Чăваш Енре регионти электрохатĕрсен пĕрлехи цифра хутламĕ хута кайрĕ. Ку пилотлă проект. Шупашкарти Çĕнĕ хула – сăнав лапамĕ шутланать. Ку питĕ кăсăклă тытăм. Энергосетьри хатĕр ĕçлĕхрен тухнă, синкерлĕ лару-тăру пулсан тӳрех çак пĕрлехи хутламра хыпарлать. Хальлĕхе сăнавлă тапхăрта электричествăна нумай хваттерлĕ çуртсенче хăçан сӳнтересси пирки пĕлме пулать. Çавăн пекех предприяти ĕçченĕсемпе автотранспорт ăçтан пуçласа ăçта çити кайнине пĕлееççĕ. Çĕнĕ хулари электротытăмăн цифра хутламне хальхи вăхăтра курса сăнаççĕ. Ахаль чухне икĕ сехет çурă ытла иртсе каять çак ĕçсене пурнăçлама. Çĕнĕ хутлам хута кайнипе вăхăт самай перекетленнине палăртаççĕ диспетчерсем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ку çĕнĕ пуçарăва çӳллĕ шайра хакларĕ. Ытти çĕре те сармалли çинчен каларĕ.
Back to Top