Славян çырулăхĕ чăвашсемшĕн те çывăх. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев тăван халăх çырулăхне Кирилл тата Мефодий ĕçне тĕпе хурса никĕсленĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ кун Чăваш Республикин наци библиотекинче «Çутлăх ĕçĕн сӳнми çути» курав уçăлчĕ. Унта Иван Яковлевичăн пурнăçне тарăнрах тишкерме çеç мар, халиччен пичетленмен документсемпе паллашма та май пур.
«Çутлăх ĕçĕн сӳнми çути» курава Иван Яковлев чăваш халăхне панă халал тавра йĕркеленĕ. Ăса вĕрентекен шухăшĕсене республикăра пурăнакансем халиччен вуламан мар. Пурте пĕлекен, тупра пек хаклă çырура та халăха кăсăклантарма пултаракан хăйне евĕрлĕ самантсене тупма пултарнă вулавăш ĕçченĕсем.
РОЗА ЛИЗАКОВА: «Çак куравра халиччен ниçта та пичетленмен, кăтартман документсем те пур. Пирĕн Раççей Федерацийĕн патшалăх библиотекинче ал çырăвĕсем упранса тăраççĕ, машинпа пичетленисем те, алăпа çырнисем те. Виçĕ редакци унта. Патшалăх библиотекинче ĕçлесе тăракансем пире пулăшрĕç, вĕсем ярса пачĕç пире электронлă кописем».
Иван Яковлев чăваш халăхне халалланă çырăва тĕплĕн шухăшласа шăрçаланă. Çавăнпа тӳрлетме тата предложенисене юсама вăл хăйĕн ывăлне Алексея шаннă. Кун çинчен те кураврах каласа параççĕ, кăтартаççĕ те. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Ильминский, Ашмарин патне çӳретнĕ çырусене те халиччен пичетлемен. Вĕсене те Чăваш Республикин наци библиотекинче вулама май пур.
ЮРИЙ АРТЕМЬЕВ: «Питĕ пысăк ĕç тунă, питĕ тĕплĕ ĕçленĕ, мĕн чухлĕ материал пуçтарнă. Архив материалĕсем, библиотекăра упранакан пĕтĕмпех тирпейлĕ пухса, курăмлă кăларса хунă. Пăхса çӳреме кăмăллă. Кăмăл çеç пултăр Яковлев çинчен, Чĕмпĕр шкулĕ çинчен пĕлес тесе, халăх историне пĕлес тесе».
Яковлев туса пĕтереймен ĕçсене халĕ унăн халăхĕ малалла тăсать. Паха пĕлӳ кĕнекерен пуçланать. Çакна шута илсе вулавăш ĕçченĕсем Донецк Халăх Республикинче пурăнакан ачасем валли 250 кĕнеке туяннă. Чун хавалне пуянлатакан парнене çитес вăхăтра Донецк Республикин Киров ячĕллĕ ача-пăча вулавăшне илсе çитерĕç.
1 view
430
172
5 months ago 01:04:37 1
“Çутлăх ĕçĕн сÿнми çути“-И.Я.Яковлев 175 çул çитнине халалланă.