Çĕмĕрлере - «Асам»

«Асам» фестиваль республикăри пултаруллă ачасене хăйĕн ытамне илет. Кашни муниципаллă округра çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен яш-кĕрĕмпе сцена çинче лартма тĕрлĕ хайлав хатĕрлет. Унта республикăри пĕтĕм шкул театрĕ хутшăнать. Çĕмĕрлери пĕрремĕш шкул хастарĕсем «Пазлы» проектпа паллаштарчĕç. Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă проекта пуш уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çул çитмен каччă тăван çĕршыва юратма, йăла-йĕркене упрама вĕренни çинчен сăнарланă унта. «Асам» фестивале хутшăнакан Ирина Макарова ку пирĕншĕн чун киленĕçĕ тесе палăртать. Муниципалитетсенчи 400 шкул театрĕ пултарулăх тупăшăвне хутшăнать. Чăваш Енри патшалăх театрĕсенче вăй хуракан артистсем те шкулсем тăрăх çӳресе пултаруллă каччăсемпе хĕрсене сцена ĕçне хăнăхтарнă. Тĕрлĕ усăллă сĕнӳ, канаш панă, ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче муниципаллă тапхăр çĕнтерӳçисен ячĕсем паллă пулĕç. Вĕсене Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте пĕлтерĕç.
Back to Top