Чăваш Ен тавра пĕлӳçисен форумĕ

Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Чăваш Ен тавра пĕлӳçисем регионсен хушшинчи форума пухăнчĕç. Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутарстанран, Пенза тата ытти тăрăхран килнĕ хастарсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан» тата ытти темăна хускатрĕç тĕл пулура. Чăваш Республикин наци вулавăшĕ – тавра пĕлӳçĕсене, хастарсене, чăваш культуришĕн ырми-канми тăрăшакансене пĕр тĕвве пухрĕ. Вĕсем пурте Атăлçи тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсен нацилĕхне упраса хăварас енĕпе нумай тăрăшнă Иван Яковлева асра тытаççĕ. Чăваш Улăпĕ çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Мускавра, Тутартстанра, Чĕмпĕрте тата ытти тăрăхра тĕрлĕ марафон, курав, «çавра сĕтел», форум ирттерме палăртнă. Тавра пĕлӳçĕсем те айккинче юлмаççĕ. Хăйсен кĕнекисенче тăван халăх кун-çулне сăнарласа ĕмĕрлĕхе асра хăварма тăрăшаççĕ. ГАЛИНА СОЛОВЬЕВА: «Форумра тавра пĕлӳçĕсен ĕçĕ-хĕлне пăхса тухатпăр. Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çула халалланă. Унсăр пуçне краеведсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăрăпăр, мĕншĕн тесен краеведсем кĕнекесем кăларас, историлле çĕнĕ документсем халăх патне çитерес ĕçре питĕ пысăк». Чăваш Енри 19 тăрăх хăйĕн энциклопедине кăларнă. Çавăн пекех ялсен историйĕ, уйрăм çынсен шăпи, учрежденисен кун-çулĕ тĕп вырăн тупнă çак кĕнекесенче. ФЕДОР КУЗЬМИН: «Вирьял граници пирĕн Хурăнсур Çармăс ялĕ Чăваш Республики самый кăнтăр енĕпе. Лерелле унта анат енчисем. Вăл енĕпе те çырнă. Ял мĕнле пуçланса кайнă – вăл енĕпе те çыртăмăр кĕнеке. Халь вăрçăра пулнă ентешсене аса илсе, вăрçăра вилнисене хăш вырăнта вил тăприсем ушкăнпа пытарнисем унта питĕ вăйлă материалсем». Тавра пĕлӳçĕсем кашни ĕçе тĕплĕ çутатма ăнтăлса вулавăшри, архиври документсемпе анлă усă кураççĕ. И.Яковлев эткерлĕхĕпе Чăваш Енре, регион тулашĕнчи ентешсене паллаштарасси пирки те калаçрĕç тĕл пулура. Чи хастар тавра пĕлӳçĕсене дипломсемпе чысларĕç. Чăваш юрри, ташшипе форум тата та пуянланчĕ.
В начало