«Çамрăксен хули» форум

Çурла уйăхĕнче «Çамрăксен хули» форум иртĕ. Вăл кăçал 14-мĕш хут тĕрлĕ тăрăхри яш-кĕрĕме пуçтарĕ. Форума Атăл леш енчи «Буревестник» кану вырăнĕнче йĕркелĕç. Кăçалхи хăйне евĕрлĕхсене пирĕн ĕçтеш Татьяна Матросова тишкерчĕ. Çав тĕллевпе вăл Шупашкар хула администрацийĕн пай пуçлăхĕпе Анна Страховăпа тĕл пулчĕ. «Çамрăксен хули» форума лекесси — пурнăçпа кăсăкланакан, тĕрлĕ ĕçре хастарлăхпа палăракан яш-кĕрĕмĕн ĕмĕчĕсенчен пĕри. Халиччен форумра 15 пин ытла çамрăк хутшăннă. Кăçал «Çамрăксен хули» форума çурла уйăхĕн 5-мĕшĕпе 8-мĕшĕччен ирттерме палăртнă. Унта вун тватă çултан пуçласа вăтăр пилĕк çулчченхи яшсемпе хĕрсем хутшăнма пултараççĕ. Чулхула тата Пенза хулисенче, Мари, Тутар тата Чăваш Республикисенче пурăнакан яш-кĕрĕм Атăл леш енчи «Буревестник» кану вырăнĕнче вырнаçĕ. Вĕсем унта чатăрсенче пурăнĕç, кăвайт çинче тутлă апат пĕçерĕç, çĕнĕ туссемпе паллашĕç. Чи кирли вара – тĕрлĕ вĕрентӳ лапамĕ ĕçлĕ. Вĕсене унта услам ĕçне йĕркелеме вĕрентĕç, çамрăксен политикине тĕлĕшпе патшалăх пурнăçлакан проектсемпе паллаштарĕç. Унсăр пуçне ырă ĕçсем тăвасси, культура тата пултарулӑх, IT-технологи, массăллă информаци хатĕрĕсем, шкулти хăй тытăмлăх органĕ тата ӗҫлекен ҫамрӑксем валли ăсталăх класĕсем йĕркелĕç. Форума хутшăнакансем паллă çынсемпе паллашĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултарĕç.
В начало