Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче православи тĕнне тытса пыракансем Петĕрпе Павăл апостолсене асăнаççĕ. Халăхра ăна Питрав кунĕ теççĕ. Ахальтен мар Чăваш Енре пĕрремĕш хут çырла фестивальне шăпах çак кун ирттереççĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи «Ивушка» питомник çырла юратакансене тата çак тутлă çимĕçсемпе ĕçлекен усламçăсене хăй тавра пухрĕ. Унта пирĕн ĕçтеш Регина Кубайкина та çитсе курчĕ.
Çырларан тĕрлĕ пылак çимĕç, тутлă шĕвек хатĕрлеме вĕрентеççĕ ятарлă лапамра. Çырла тĕмĕ, çĕнĕ сортсем те кăларнă кунта. Вĕсене тĕрĕс пăхса ӳстермелли вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ ăстасем.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: “Çĕршывран чи лайăх экспертсене пуçтарнă. Вĕсем пире çырлапа тĕрĕс ĕçлеме вĕрентессе шанатпăр. Ачасем савăнччĕр, çырла сутма пултарччĕр тесе фермерсем“.
ВЕРА ГЛУХОВА: “Кашни хăйĕн валли çырла илсе праçникре хăйне тупрĕ тесе шутлатăп. 1-мĕш хут ирттернĕ, питĕ лайăх пулчĕ. Ĕç программи пуян пулчĕ. Хамăн питомник çинчен каласа патăм. Тата фермерсем предприятисем нумай уçăлса пыраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ăçта каймаллине кураççĕ. Çул кăтартса панă“.
«Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухакансене дипломсемпе чысларĕç. Вĕсен пысăк пайĕ çырла ӳстерме пуçăннă иккен. Комсомольски тăрăхĕнчи Олег Кашкаров та хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене çак шкултан пуçланă.
ОЛЕГ КАШКАРОВ: «2020-мĕш çултанпа çĕр çырли ӳстеретĕп. 2 гектар лартатăп. Кăçал тепĕр гектар ӳстересшĕн. Сорт «Мурано» ӳстеретĕп. Çын нумай. Укçа-тенкĕ кĕрет, мĕн кирлĕ пире фермерсене».
Уява пухăннисене пурне те республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. – Çырла фестивалĕнче пурне те курма хавас. Çак питĕ тутлă мероприяти 1-мĕш хут иртнĕ ятпа пурне те чĕререн саламлатăп. Хамăр ĕçе хастар туса пыма сунатăп. Кĕçĕннисем те аслисенчен юлмарĕç. Вĕсем çырла тумĕпе килнĕ. Çĕнтерӳçĕсене пылак çимĕçпе тата ытти парнепе хавхалантарчĕç.
ЕКАТЕРИНА ОХЛИВАНКИНА: “Кăмăл-туйăмсем питĕ лайăх. Дашăпа Ксюша, аслă ывăлсем пур. Пĕрле пĕрмаях. Конкурс тăрăх çырла костюмĕ тумалла пулнă. Эпир «Клбунички сестрички» ят патăмăр“.
Капăр тумсен конкурсне хутшăнакан пике – Вера çулталăк та 9 уйăхра.
ВАЛЕНТИНА КИРИЛЛОВА: «Чăваш клубнички» номинацире çĕнтерсе илтĕмĕр. Конкурса питĕ нумай хатĕрлентĕмĕр. 3 кун. Пире питĕ килĕшрĕ, лайах кĕтсе илчĕç. Тата кун пек фестивальсене килсе курасчĕ. Тавтапуç кашнине çакăн пек фестивальсем ирттернĕшĕн. Тепĕр çул тата килетпĕр“.
Çырла фестивальне йĕркелекенсем те, унта хутшăнакансем те малашне вăл тата та пысăк лапамра иртессе шаннине пĕлтерчĕç.