Раççейпе Крым пĕрлешнĕренпе 7 çул

Крым Раççей шутне кĕнĕренпе паян 7 çул çитрĕ. Çурутравра пурăнакансен 96 ытла проценчĕ Раççей Федерацийĕпе пĕрлешессишĕн сасăланă. 2014-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çакна çирĕплетнĕ. Унтанпа çулсеренех «Крым çуркунни» ятпа уяв концерчĕсем иртеççĕ, пандемие пула пĕлтĕр тата кăçал митинг-концерт иртмест. Каласа хăвармалла, паян Крымра тата Севастопольте йăхташăмăрсем йышлăн та туслăн пурăнаççĕ.
Back to Top