Пĕлтĕр Чăваш Енре сахал тупăшлисене пулăшас тĕллевпе «Социаллă контракт» проект пуçарнă. Унпа килĕшӳллĕн сахал тупăшлă çемьесем социаллă уйрăмпа килĕшӳ алă пусса йывăр лару-тăруран тухмалли йĕркене çирĕплетеççĕ. Ĕçе вырнаçма, професси пĕлĕвĕ илме, усламçă ĕçне пуçарма, кулленхи пурнăçри тăкаксене саплаштарма пулăшать вăл. Кăçалтан вара социаллă контракт хушма хуçалăха аталантарма та май парать.