“Ҫавал“ ансамбль 45 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет

Чунсене юрӑ-кӗвӗ ҫывӑхлатать. Вун-вун ҫул юрӑ-ташӑ урлӑ Чӑваш Енӗн сӑн-сӑпатне, кӑмӑл-туйӑмне, йӑли-йӗркине, ӑс-хакӑл пуянлӑхне сцена ҫинчен тӗрлӗ халӑх, ҫӗршыв ҫынни патне ҫитерекен “Ҫавал“ фольклорпа эстрада ансамблӗн пултарулӑхӗ пин-пин куракан чӗрине тахҫанах кӗрсе вырнаҫнӑ. Ҫак кунсенче ушкӑна йӗркеленӗренпе вара 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв каҫӗ иртӗ. 
Back to Top