Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Пекинра 13-мӗш хӗллехи Паралимп вӑййисем пуҫланаҫҫӗ. Унта пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене ӑмӑртусем умӗн хавхалантарас тесе регионсенче тӗрлӗ акци иртет. Ҫапла Чӑваш Енре Шупашкарти “Атӑл“ следж-хоккей ушкӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти “Сокол- 2012“ командӑпа тӗл пулчӗ.