Ҫамрӑк корреспондентсен “Медиавзлёт“ конкурсне ӗҫсем йышӑнасси малалла пырать

Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртекен “Медиавзлёт“ конкурса ӗҫсем йышӑнма пӑрахиччен 10 кун юлчӗ. Раҫҫей Пичет кунӗ пуҫланнӑ пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫамрӑк корреспондентсенчен хальлӗхе 100 ытла заявка килнӗ. Пулас журналистсемшӗн хӑш номинаци ҫывӑхрах пулнине, ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле парнесемпе хавхалантарассине пирӗн телерадиокомпанире иртнӗ брифингра фестивалӗн тӳрисем каласа пачӗҫ. Конкурса хутшӑнакансемпе ҫывӑхрах паллашас тесе вара эпир тӗп хулари 42-мӗш шкула ҫитсе килтӗмӗр. 
Back to Top