Укçа тӳлемеççĕ

Ĕçлеттерен пулсан – тӳле. Анчах та çакна тума пурте васкамаççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцине шалу вăхăтра тӳлеменнипе 325 çын çăхав çырнă. Ку енпе 56 тĕрĕслев ирттернĕ. 59 должноçри çынна административлă явап тыттарнă, 27 пĕрлешӳ тата çичĕ усламçăна штраф тӳлемелле тунă. Укçа тӳлемен тĕслĕхсем чылай тытăмра пур. Ĕçпе тивĕçтерекенсем шалăва чылай вăхăт памасан вĕсене сутпа тӳлемелле тăваççĕ. Паянхи куна 2150 ĕç пăхса тухса 37 миллион тенкĕлĕх шалу парăмне тӳлеттернĕ. Республикăра килĕшӳ çырмасăр ĕçлекенсем те тимлĕхре. Вĕсен шучĕ чакать пулин те хальлĕхе çапах пур. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Ферме
В начало