Республикăри судьясен конференцийĕ иртет

Чăваш Енĕн Аслă судĕнче республикăри тӳресен конференцийĕ икĕ куна пырать. Çак кунсенче унта квалификациллĕ коллегине суйламалла. Çавăн пекех судьясене экзамен тыттаракан комиссин ҫӗнӗ йышне палăртмалла. Вĕсем саккуна, чăнлăха тата тĕрĕслĕхе тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Пресс-конференцие пуçтарăннă судьясене республика ертӳçи Олег Николаев саламларĕ. Палăртнă професси пĕлтерĕшне, çак тытăмра вăй хуракансен яваплăхне, ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланине палăртса хăварчĕ вăл. – Çулталăк вĕçленнĕ май эсир хăвăр ĕçĕре пĕтĕмлетсе тата малашнехи плансене паян çирĕплететĕр. Çавăнпа та, тен, çак çулталăк вĕçленнĕ май сире саламлама та юрать. Ман
Back to Top