Ĕçри хастарасемпе – уçă калаçу

«Раççей лидерĕсем» конкурс çулсерен аталанса та вăй илсе пырать. Кăçал унта Чăваш Енри хастарсем те йышлăн палăрнă. Республикăран çурмафинала 15 çын тухнă. Пуш уйăхĕнче Сочи хулинче финалистсем тĕл пулĕç, Чăваш Енрен унта 4 ертÿçĕ лекме пултарнă. Яланах малта пулма ăнтăлакансемпе паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕл пулчĕ.
Back to Top